Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар районӗ

Политика
chebs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chebs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ пулма 53 ҫулти Николай Хорасева суйланӑ.

Николай Евгеньевич 1969 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫартан таврӑнсан «Химпром» предприятире, 1993-2008 ҫулсенче Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫленӗ. 2010-2015 ҫулсенче вӑл Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн администрацине ертсе пынӑ, унтан Депутатсен районти пухӑвне суйланнӑ. 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӑна Депутатсен пухӑвӗн председателӗ пулма суйланӑ, 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче район администрацине ертсе пыма тытӑннӑ. Икӗ ҫуллӑха пынӑ контракт вӑхӑчӗ вӗҫленсен 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна каллех районӑн сити-менеджерӗ пулма шаннӑ. Халӗ вӑл муниципалитет округне ертсе пырӗ.

Аса илтерер: ҫулталӑк вӗҫлениччен 19 районта муниципалитет округӗсем йӗркелӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
ru.freepik.com сайтран илнӗ сӑн
ru.freepik.com сайтран илнӗ сӑн

Вырсарникун, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхи 3 сехетре Шупашкар районӗн Шорчекасси ялӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗнче пахча ҫимӗҫ упрамалли складра пушар тухнӑ.

Ҫулӑм 160 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Юрать-ха, ӑна часах, 45 минутран, сӳнтернӗ. Ку ӗҫе 4 техника пурнӑҫланӑ.

Ял хуҫалӑх предприятийӗ чутах пахча ҫимӗҫсӗр юлман вӗт. Складра упраннӑ тыр-пула, ҫӗрулмие – пӗтӗмпе 70 тонна ытла – упраса хӑварма май килнӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ эрнере хореографи ӑсталӑхӗн «Ташӑ эрешӗсем» республикӑри пӗрремӗш фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри культура ҫуртӗнче пуҫтарӑннӑ.

Аса илтерер: хореографи конкурсне «Куславккасем» ентешлӗх тата Куславкка районӗн администрацийӗ Людмила Нянина тата Владимир Милютин балетмейстерсен ячӗпе ирттерме йышӑннӑ. Пултаруллӑ хореографсем ҫав тӑрӑхран тухнӑ.

Конкурса Чӑваш Енри Куславкка, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар районӗсенчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Мари Элти Чикмери 9 коллектив 203 ташӑҫӑпа пырса ҫитнӗ.

Гран-прие Шупашкарти Тӗп культура тытӑмӗн «Сарпике» халӑх ташӑ ансамблӗ тата Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи «Белара» халӑх ташӑ ушкӑнӗ тивӗҫнӗ.

 

Харпӑр шухӑш Персона

Пӗрле ӳснӗ хамӑр ял ачипе Тимӗрҫӗ Кермӑнӗпе Чӑваш пединститутӗнче пӗр ушкӑнра вӗренетчӗ вӑл, вырӑс ачи Юрий Леванов. Вӗсем — физикӑпа математика факультетӗнче, эпир — историпе филологире. Пӗр ҫуртрах, пӗр залсенчех, пӗр алӑксенченех иртсе ҫӳреттӗмӗр. Алла-алӑн ҫунатлантӑмӑр. Пӗрремӗш курс хыҫҫӑн, 1958 ҫулта, Казахстанри ҫӗнӗ ҫерем тыррине пухма пӗрле кайса килтӗмӗр, ҫавӑ пирӗн асра ӗмӗр тӑршшӗпех ыррӑн упранса тӑчӗ. Инҫесаспа шӑнкӑравламассерен Юрий Петрович яш вӑхӑта аса илетчӗ. Ҫухалманччӗ янкӑр ҫамрӑклӑх, пирӗнпехчӗ вӑл!

Унтанпа нумай пӗлӗт шуса иртрӗ, пайтах шыв ҫаврӑнса юхрӗ. Ӗмӗрсене вӗрентӳ ӗҫӗнче ирттертӗмӗр. Вӑл Шупашкарти коопераци институчӗн проректорӗнче вӑрах тӑрӑшрӗ, Герман Анатольевич Зверев хӑй вӗреннӗ институтрах кафедра пуҫлӑхӗнче ӗҫлерӗ. Иккӗшӗ те кӗнекесем ҫырчӗҫ.

Канма тухсан Юрий Петрович сӑвӑсем хайларӗ, тӑван Раҫҫей тавралӑхӗ тӑрӑх тепре курса ҫаврӑнчӗ. Ача чухне ӑна ашшӗ — совет ҫарӗн офицерӗ — хӑйпе нумай-нумай ҫӗрте амӑшӗсӗрех ҫитӗнтернӗ. Ашӗнни пек салтак ҫирӗплӗхӗ пурччӗ унӑн.

Малалла...

 

Ҫул-йӗр
Google.Map-ран илнӗ скриншот
Google.Map-ран илнӗ скриншот

Суд приставӗсен федераллӑ службин Чӑваш Республикинчи управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх иртнӗ уйӑхра республикӑра 85 автомобиле арестленӗ.

Ҫак ӗҫе суд приставӗсем ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе пӗрле йӗркеленӗ. Машшинсене республикӑн тӗп ҫулӗсем ҫинче те тытса чараҫҫӗ, ял-хуласенче те. Вӗсене тӗрлӗ штрафсене тӳлесе татманшӑн арестлеҫҫӗ.

Сӑмахран, ведомство каласа панӑ тӑрӑх, нумай пулмасть Шупашкар районӗнче пӗр водителе тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе 76 штраф ҫырса панӑ иккен, анчах 1976 ҫулта ҫуралнӑ арҫын вӗсене тӳлемен. Мӗнпурӗ 105 пин пухӑнса кайнӑ. Ҫав шутра штрафа шыраса илес ӗҫшӗн тӳлесси те. Тепри, 1997 ҫулта ҫуралнӑскер, 26 штрафа тӳлесе татман.

Приставсем водительсене штрафа тӳлесе татма ыйтнӑ, анчах лешсем хирӗҫ пулнӑ. Ҫавна пула транспорта штрафстоянкӑна илсе кайма тивнӗ. 10 кун хушшинче штрафсене тӳлесе татмасан вӗсен машшинисене сутса штрафсене шыраса илме ирӗк пур.

 

Тӗн
cheb-eparhia.ru  сайтри сӑн
cheb-eparhia.ru сайтри сӑн

Иртнӗ вырсарникун Шупашкар районӗнчи Янту ялӗнче храм уҫӑлнӑ. Ӑна тумашкӑн Чӑваш Енри казаксен общини 2011 ҫулта Варнава митрополитран (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) пил илнӗ. Ҫапла вӗсем йывӑҫ храм хӑпартнӑ. Анчах вӑл аҫа ҫапнине пула ҫунса кайнӑ.

Кун хыҫҫӑн ҫав вырӑнта ҫӗнӗ чиркӳ валли пӗрремӗш кирпӗч хунӑ. Ӑна 2018 ҫулта туса пӗтернӗ. Кӑҫал ҫулла тин настоятеле палӑртнӑ. Вӑл – Феодосий Аксенов.

 

Республикӑра

Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхӗнче ҫӳп-ҫап купи пулнине кӑҫал ҫу уйӑхӗнче асӑрханӑ. Унта строительство ҫӳп-ҫапӗ купаланса выртнӑ.

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 120 тӑваткал метр лаптӑка йышӑннӑ. Ҫӗрӗ вара ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ.

Ведомство Шупашкар район администрацине кун тӗлӗшпе асӑрхаттарнӑ. Авӑн уйӑхӗнче свалкӑна тасатнӑ, ҫӗр лаптӑкне усӑ курма юрӑхлӑ тунӑ.

 

Сывлӑх
vk.com/vkugesi илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.com/vkugesi илнӗ сӑнӳкерчӗк

Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Шупашкар районӗнчи тӗп больницӑн ача-пӑча уйрӑмне кӗмелли алӑкран инҫех мар лапамра пӗри пирус туртни пирки пӗлтернӗ. «Кӗнӗ ҫӗрте тата ача-пӑча кӳмисемпе юнашар тӑрса туртни йӗркеллӗ япалах-и?» — ҫырса хунӑ постра ятне пытарма ыйтнӑ ҫын.

Ача-пӑча кӳмисемпе юнашар тӑрса пирус туртакан хӗрарӑм — шурӑ халатлӑскер.

Поста курнисен хушшинче шурӑ халатлине хӳтӗлекенсем те пур. Вӗсенчен пӗри, Наталия Александрова ятлӑ этем, пост авторне ятласа пӗтернӗ, ӑна вӑл усал тата телейсӗр ҫын тесе кӳрентернӗ, ансатрах пулма сӗннӗ.

Ҫав вӑхӑтрах район больницин администрацийӗ пост авторӗнчен каҫару ыйтнӑ. Сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче ӗҫлекенсемпе пирус сиенӗ тата больница ҫывӑхӗнче туртни килӗшӳсӗрри пирки калаҫу ирттернине хыпарланӑ.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкар районӗнчи Хыркасси патӗнчи развязкӑна юпа уйӑхӗнче, Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗнче, уҫма палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна маларах уҫнӑ - водительсем ҫак ҫулпа ҫӳреҫҫӗ ӗнтӗ.

М-7 федераци трасси ҫинчен Етӗрне ҫулӗ ҫине пӑрӑнмалли вырӑна хупнӑ. Машинӑсем пурте развязка урлӑ каяҫҫӗ. Халӗ Явӑш еннелле те пӑрӑнма меллӗ.

Ҫӗнӗ ҫула уҫнӑ пулин те трассӑн ытти пайӗнче ӗҫсем вӗҫленмен-ха.

 

Персона
Михал Шевле. nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Михал Шевле. nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шӑ та лӑп 135 ҫул каялла Михал Шевле (Васильев) (28.09.1887-24.04.1954) ҫуралнӑ. Вӑл — патшалӑх ӗҫченӗ, юрист, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тата революци юхӑмне хутшӑннӑ.

Михаил Шевле Шупашкар уесӗнчи (халӗ Куславкка районӗ) ҫуралнӑ. Малтан Чӗмпӗрти чӑваш шкулне экстерн мелӗпе вӗренсе пӗтернӗ, Мускаври университетра совет правин факультетӗнче пӗлӳ илнӗ.

Чӑваш автономи облаҫӗн облӗҫтӑвкомӗн членӗ пулнӑ, уесри аппарата ертсе пынӑ, милиципе суд ӗҫне йӗркелесе пынӑ, правительство декречӗсене пурнӑҫланине сӑнаса тӑнӑ, Национальноҫсен тӗп коллегийӗн пайташӗ шутланнӑ. Чӑваш автономи облаҫӗнчен республика туса хурас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Чӑваш АССРӗнчи Совнарком председателӗн ҫумӗ пулнӑ.

Темиҫе хутчен те репрессие лекнӗ, 1934-1946 ҫулсенче тӗрмесемпе концлагерьсенче ларнӑ, 1949 ҫулта Казахстана ссылкӑна янӑ. Юлашки ҫулсенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1960 ҫулта (вилнӗ хыҫҫӑн) реабилитацленӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, [27], 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, ... 191
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 24

1925
99
Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем